Главная Региональные новости Поздравление Главы Чувашской Республики Михаила Игнатьева с Днем чувашского языка

Поздравление Главы Чувашской Республики Михаила Игнатьева с Днем чувашского языка

1 min read
0
0
7

Хаклӑ ентешӗмӗрсем!  

Сире Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп! 

Чӗлхе халӑхӑмӑрӑн хаклӑран та хаклӑ пуянлӑхӗ, наци пӗрлӗхӗн сим­волӗ шутланать.       

Кӑҫал эпир чӑваш ҫырулӑхӗн аталанӑвне калама ҫук пысӑк тӳпе хывса хӑварнӑ паллӑ ҫутта кӑлараканӑмӑр Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ­ранпа 170 ҫул ҫитнине паллӑ тӑватпӑр.    

«Халӑх ӑс-тӑнӗпе унӑн пӗтӗм тӗнче курӑмне тӑван чӗлхе чун парать. Тӑ­ван чӗлхесӗр чӑн-чӑн пӗлӳ ҫук», – тесе палӑртнӑ аслӑ ҫутта кӑлара­ка­нӑмӑр.      

Чӑваш Енре чӗлхемӗр ӑруран ӑрӑва йӗркеллӗн куҫса пырассине ти­вӗҫтерме, граждансен ҫитӗнекен ӑрӑва пӗлӳ панӑ чухне чӗлхене ирӗклӗн су­йласа илмелли правине пурнӑҫлама, ҫамрӑксене ырӑ кӳршӗлӗхе тата пи­рӗн нумай нациллӗ республикӑра пурӑнакан мӗнпур халӑхӑн чӗлхипе культурине хисеплеме вӗрентсе пӑхса ҫитӗнтерме пӗтӗм май пур.

Тӑван чӗлхене тирпейлӗн упрасси – тӗп тӗллевсенчен пӗри, ӑна пур­нӑҫлас ӗҫе пирӗнтен кашнийӗнех хастарлӑн хутшӑнмалла.     

Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑхпа телей, ҫемье ырлӑхне, тӑнӑҫлӑхпа мӗн­пур лайӑххине, савӑнӑҫ тата ӑнӑҫусем сунатӑп! 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                  Михаил Игнатьев

Дорогие соотечественники!

Поздравляю вас с Днем чувашского языка! 

Язык является величайшим достоянием народа, символом национального единства.

В этом году мы отмечаем 170 лет со дня рождения выдающегося просветителя Ивана Яковлевича Яковлева, внесшего неоценимый вклад в становление чувашской письменности. «Халӑх ӑс-тӑнӗпе унӑн пӗтӗм тӗнче курӑмне тӑван чӗлхе чун парать. Тӑван чӗлхесӗр чӑн-чӑн пӗлӳ ҫук» – «Мышление народа и все миросозерцание выражаются в его родном языке, и поэтому вне родного языка не может быть никакого разумного просвещения», – писал великий просветитель.

В Чувашии созданы все необходимые условия для обеспечения языковой преемственности, реализации права граждан на свободный выбор языка при обучении подрастающего поколения, воспитания его в духе добрососедства и уважения к языку и культуре всех народов, проживающих в нашей многонациональной республике.

Бережное отношение к родному языку – одна из приоритетных задач, в решении которой необходимо участие каждого из нас. 

Желаю всем мира и добра, радости и процветания!   

Глава Чувашской Республики                                     Михаил Игнатьев 

Загрузить больше публикаций
Загрузить еще от Николай Трубин
Загрузить еще в Региональные новости

Смотрите также

Глава Чувашии принял участие в торжественном приёме в Кремле в честь празднования 25-летия принятия Конституции РФ

12 декабря Глава Чувашии Михаил Игнатьев по приглашению Президента Российской Федерации Вл…